Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Вӗрентекенсем ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? «На связи» форум журналисчӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ умӗн Шупашкарти шкулсенчи вакансисене тишкернӗ.
Мӗнле педагогсем ҫитмеҫҫӗ-ха? Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне хулари шкулсенче 189 ваканси пулнӑ. Пушӑ вырӑнсен 85 проценчӗ – педагогсен вакансийӗ, ытти – урӑх персоналӑн.
Чылай ҫӗрте математика, пуҫламӑш классен, вырӑс чӗлхипе литературин, вӑй-хал культурин, акӑлчан чӗлхин, информатика вӗрентекенӗсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шкулсем 10 социаллӑ педагога, 8 аслӑ вожатӑя, 8 педагог-психолога, 6 логопеда, 3 дефектолога, 1 хореографа илме хатӗр.
Ӗнер Раҫҫейӗн генеральнӑй прокурорӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗн приказӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑри Вӑрнар районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе юстици канашҫине Евгений Краснова шаннӑ.
Вӑрнар районӗн ҫӗнӗ прокурорӗ 1980 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1998-2003 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Краснова республика прокуратурин тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтан вӑл Етӗрне районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран тӗпчевҫӗ, аслӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, республика прокуратуринче уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав енӗпе надзор пайӗнче прокурорта, Шупашкарти Ленин районӗнче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи нарӑсранпа Вӑрмар районӗн прокурорӗнче тимленӗ.
Паян Чӑваш Енри икӗ министрӑн ҫумӗсене ӗҫрен кӑларнӑ. Хушусене республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин умлӑ-хыҫлӑн алӑ пуснӑ.
587-мӗш номерлӗ хушура ҫырса хунӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне Максим Вениаминович Иванова должноҫсӑр хӑварнӑ. 588-мӗш номерлинче Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумне Валерий Николаевич Иванова министр ҫумӗнчен кӑларассине палӑртнӑ.
Республика шайӗнчи икӗ тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ хушусене Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министрсен ҫумӗсен пуканӗсене йышӑннисене ҫемҫе пукансӑр мӗншӗн хӑварнине Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман.
Шупашкарти ӗҫсӗр ҫынсене «Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплӑ общество йышӑнать. Республикӑн тӗп хулинчи Ӗҫлев центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, савутра рабочисем те, инженерсем те кирлӗ. Пӗр вӑхӑтра ӗҫ чарӑнса ларнӑ хыҫҫӑн паян предприятире производство вӑй илсе пырать тесе пӗлтереҫҫӗ. Юлашки виҫӗ уйӑхра унти ӳсӗм 20-30 процентпа танлашнӑ.
«Промтрактор-Промлит» савута кайма Шупашкарти Ӗҫлев центрӗ 423 ҫынна сӗннӗ, ӗҫе вырнаҫма 156 ҫынна хут панӑ. Иртнӗ эрнере савут 14 тӗп рабочие, пулӑшакан пӗр ҫынна тата инженерпа техника специалистне ӗҫе илнӗ.
«Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплӑ обществӑн персонал енӗпе тӑрӑшакан пуҫлӑхӗ Наталия Герасимова юлашки икӗ уйӑхра 100 ҫын ӗҫе вырнаҫнине пӗлтернӗ. Паян савутра 1,5 пинӗн вӑй хураҫҫӗ, вӗсен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 30 пине яхӑн ларать. Ҫулталӑк вӗҫлениччен предприятие 800-е яхӑн ҫынна кӗтеҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Арбитраж судӗнче «Чӑвашавтотранса» панркрута кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Предприятие панкрут тесе палӑртсан 805 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлма пултарать.
ЧР Транспорт министестви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унта 650-а яхӑн ҫын вӑхӑтлӑх ӗҫлемест. Панкрута тухсан вӗсен кулянмалла мар пек: кашнине сахалтан та 3 ваканси сӗнме пултараҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе ведомство мероприятисен планне хатӗрленӗ.
Палӑртмалла, республикӑра вакансисен базинче 19 пин ытла ваканси пур: 745 водитель, 692 слесарь, 113 кондуктор кирлӗ. Шалӑвӗсене те пӗчӗкех кӑтартман.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа «Чӑвашавтотрансри» 43 ҫын ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 18-шне ӗҫ тупса панӑ, 7-шӗ професси пӗлӗве илет, 11-шӗ ӗҫсӗррисен шутӗнче тӑрать.
Ӗнер Чӑваш Енри икӗ пульницӑра тӗп тухтӑрсем улшӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, Шупашкарти президент пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Сергей Милаев маларах ӗҫрен кайнӑ, ун вырӑнне тилхепене Ольга Рябухинӑна тыттарнӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑхпа ӗнер Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов коллектива паллаштарнӑ. Ольга Рябухина Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ.
Спутник-хулари асӑннӑ сывлӑх сыхлав учрежденийӗ пуҫлӑхсӑр юлнине кура унти пульницӑна ертсе пыракана та ӗнерех палӑртнӑ. Ҫак пукана Владимир Степанова шанса панӑ. Хӑйне тӗп тухтӑра лартиччен Владимир Степанов Республикӑн ача-пӑча клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Шупашкарти президент пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Сергей Геннадьевич Милаев ӗҫрен каймашкӑн заявлени ҫырнине «Ҫыхӑнура» канашлу сайтӗнче пӗлтернӗ. Анчах центрӑн сайчӗн структуринче вӑл тӗп тухтӑр пекех шутланать-ха.
Ҫитес вӑхӑтра ҫак должноҫ валли ҫын шырамашкӑн конкурс ирттерӗҫ. Хальлӗхе вара ку тивӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти пепкелӗх центрӗн ертӳҫи Ольга Рябухина пурнӑҫлать.
Палӑртса хӑвармалла: Сергей Милаев 1971 ҫулта ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫпе пӗтернӗ. Кайран акушерствӑпа гинекологи енӗпе интернатурӑра вӗреннӗ. Ку енӗпе вӑл 1995 ҫултанпа ӗҫлет. Сергей Геннадьевич – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшнӑ ҫын шанчӑкран тухнӑ. Вӑл коррупципе кӗрешесси ҫинчен калакан федераци саккунӗнчи чарӑва пӑхӑнман. Тӳре-шарана ӗҫрен кӑларма Чӑваш Енӗн прокуратури сӗннӗ.
Надзор ведомствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве Чӑваш Енӗн правӑна сыхлакан органӗсем ЧР Элтеперӗн Администрацийӗпе пӗрле ирттернӗ. Кӑлтӑка асӑрханӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӗлтернӗ, тӳре-шарана ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ.
Эпир илтнӗ тӑрӑх, сӑмах Строймин пуҫлӑхӗн пулӑшаканӗнче тимленӗ Дмитрий Долгов пирки пырать. Ӑна шанчӑкран тухнӑ тесе республика прокуратури ыйтнипе ӗҫрен кӑлармалла тунӑ.
Паян Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Министр ҫумӗсене республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ палӑртать те, 483-мӗш номерлӗ йышӑнӑва Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумӗн пуканне Леонид Ватковский йышӑннӑ. Анчах вӑхӑтлӑха. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Ватковский Ольга Ланцова вырӑнне ӗҫлӗ, мӗншӗн тесен лешӗ декрет канӑвне кайнӑ.
50 ҫулти Леонид Ватковский — Шупашкарти ликерпа водка савучӗн директорӗ пулнӑ Геннадий Ватковский ывӑлӗ. «Стратегия» коммерци банкӗн Шупашкарти филиалне хупиччен унта ӗҫленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чӑваш Енӗн бильярдного спорчӗн федерацине ертсе пынӑ.
Чӑваш Енри предприяти-организацисенче сутуҫӑсем, хуралҫӑсем, диспетчерсем, медицина ӗҫченӗсем кирлӗ. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев пӗлтернӗ.
Тӳре-шара аслӑ ҫулхисене ӗҫе илмелли, вӗсене ӗҫрен кӑларса ямалла марри пирки сӑмах хускатнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин пенси ӳсӗмӗнчи ӗҫченсен ӗҫ прависене пӑхӑннине тӗрӗслеме кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ҫичӗ рейд ирттернине пӗлтернӗ. Йӗркене пӑсакансем пур иккен. Пурӗ 17 тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑншӑн айӑплисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх ӗҫ инспекцийӗнче, сӑмах май, «хӗрӳ лини» ӗҫлет. Кӑлтӑк пирки 8 (8352) 62-90-61, 62-01-79 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа систерме май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |